Маттур Татьяна тата Любовь Германовна! «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн республика шайĕнчи тапхăрĕне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса ярса панă кăçалхи ĕçсен тематики анлă пулчĕ: пĕрисем Шупашкара килсе курма чĕнчĕç, теприсем тăван округăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарчĕç, виççĕмĕшсем тăван тăрăхпа паллаштаракан музей пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç т.ыт.те. Роликсенче ӳкерĕннĕ ачасем чăвашла таса калаçни, хавхаланса, илĕртӳллĕ каласа кăтартма пĕлни, паллă вырăнсене хăйсем кайса курса фото е видео ӳкерни савăнтарать. Елчӗк муниципалитет округĕнчи 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасем малти вырăнсене ыйшăнни пурне те хавхалантарать. Çӗнтерӳҫӗ ята Аслӑ Елчӗк шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Татьяна Патшина йышӑннӑ, Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Елизавета Иванова 3 мĕш вырăна тивӗҫнӗ. Эпир вĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăҫу сунатпăр. Источник 👉https://vk.com/wall-209545240_895
🥇Большие Яльчики news🗞: post #1060 — TG.ME
November 12, 2025 683 1